Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ
Красноармейски районӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Красноармейски районӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ялӗнче пурӑнакансем тӑван тӑрӑхри «Еншик» ҫӑла юсанӑ.

Асӑннӑ тӑрӑхри ветерансен канашӗн председателӗ Нина Петрова пуҫарнӑ ку ӗҫе. Ялти хастар ҫын сӑмахне ҫынсем итленӗ.

Нина Петрова шухӑшланӑ тӑрӑх, Еншик ял историйӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ. Еншик Чуллӑна чӑвашсем 14 ӗмӗрте туиар-монголсенчен тарса пырса тӗпленнӗ. Кунти вӑрманлӑ та ҫырмаллӑ вырӑнта ҫӑл та нумай ҫӗрте тапса тӑнӑ.

Куҫса килнисен ертӳҫине Еншик тесе чӗннӗ-мӗн. Ҫӑла ун ячӗпе Еншик теме пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-195771107_11845
 

Ял пурнӑҫӗ
«Чувашский край» сӑнӳкерчӗкӗ
«Чувашский край» сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейски районӗнчи Йӗпремре пӗвене ҫӑтмаха ҫавӑрнӑ.

«Ку вӑл Турцире мар, Крымри курорт та мар. Ялти курорт Красноармейски тӑрӑхӗнчи Йӗпремре вырнаҫнӑ», — тесе пӗлтернӗ «Чувашскй край» пабликра.

Пӗвене йӗркене кӗртекенӗсем — ял ҫыннисем тата вырӑнти администраци иккен.

Унта пальма (паллах, чӑн-чӑнни мар ӗнтӗ. Вӑл пирӗн патра ӳсмест), шезлонг, зонт таранах вырнаҫтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23168
 

Ял пурнӑҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче чылай вӑхӑт шывсӑр ларнӑ. Ҫавӑн пирки тӗнче тетелӗнче те пӑшӑрханса ҫыракансем пулнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлсен вырӑнти прокуратура тӗрӗслев ирттерме йышӑннӑ.

Ялта ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен шыв пулман. Унӑн сӑлтавӗ — шыв башнин насусӗ ҫунса кайни.

Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Мариинский» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ ҫине тӑманнине палӑртнӑ. Уншӑн предприяти директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакана административлӑ майпа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне шыв укҫине ҫӗнӗрен шутласа пама хистенӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн историпе енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗн Е.В. Сергееван «Чувашское сельское сообщество во второй половине XIX – начале XX века в половозрастном измерении» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Унта XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи - XX ӗмӗрен пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗсенчи пурнӑҫ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Этнографие тата ял ҫемйинчи социаллӑ тытӑма уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6224.html
 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Кушник ялӗнче пурӑнакансем Иван Купала уявӗ ячӗпе пухӑннӑ.

Унта ачасем язычествӑри хӑш-пӗр йӑла-йӗркепе паллашнӑ, кӑшӑлсем ҫыхнӑ, сиплӗ чей ӗҫнӗ.

Кайран вара чечекрен ҫыхнӑ кӑшӑла пуҫа тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑнӑ. Ҫапла аслисемпе ачасем Иван Купала уявне хаваслӑ ирттернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_77578
 

Ял пурнӑҫӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ округӗнчи Мӑнҫурт ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата тыл ӗҫченӗсене халалланӑ стелӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Палӑка пуҫаруллӑ бюджет программипе хута янӑ. Палӑк ҫинче вӑрҫа хутшӑннӑ 79 салтакӑн тата 208 тыл ӗҫченӗ ятне ҫырнӑ

Ку пуҫару чи малтанах – ялта пурӑнакан Валентин Прокопьевич Прокопьевӑн. Ял ҫыннисем вара унӑн шухӑшне ырласа йышӑннӑ, паттӑрсене асӑнса палӑк лартма укҫа пухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_14343
 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура ялсенче плотинӑсене епле тытса тӑнине тӗрӗсленӗ.

Пакунлисем палӑртнӑ тӑрӑх, Мӑнҫут, Сунтал, Ҫатра Вӑрманкас, Пайкилт ялӗсенчи ҫак сооруженисене тивӗҫлипе тытса тӑманнине тупса палӑртнӑ. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем ку ӗҫ ҫине ал сулнӑ тейӗн, плотинӑсемпе хӑрушсӑр усӑ курассипе яваплисене те палӑртман.

Плотинӑсен тӑпри япӑхса кайнӑ, тӑпрана тӗрлӗ чӗрчун чавса пӗтернӗ. Плотина ҫинче йывӑҫ-тӗм ӳснӗ. Шыв шахтисене йӑлари ҫӳп-ҫапран тасатман.

 

Ял пурнӑҫӗ

Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан Лукьяновсем ҫӗр ҫырли туса илме тӗллев лартнӑ. Ҫав ӗмӗтпе хавхаланса Анна Лукьянова патшалӑх контрактне алӑ пусса хыснаран укҫа илнӗ те ӑна хушма хуҫалӑха аталантарма янӑ. Тӗрӗсрех каласан, ҫӗр ҫырлин чаплӑ йышши сортне туяннӑ.

Малтанах вӗсем шикленнине пытарамаҫҫӗ: «Калча вӑй илӗ-и? Туса илме пултарӑпӑр-и?» Анчах пӗрремӗш ана ҫырла пама тытӑнсан хӗрарӑм хавхаланнӑ, халӗ вӑл ҫырла лаптӑкне пысӑклатма ӗмӗтленет.

Аннӑн упӑшки хурт-хӑмӑр ӗрчетет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/8415
 

Ял пурнӑҫӗ
Алекна Алексеева архивӗнчи сӑн.
Алекна Алексеева архивӗнчи сӑн.

Етӗрне тӑрӑхӗнчи Вӑрманкас Етӗрнере пурӑнакансем ял уявӗнче савӑннӑ.

Хӑнасем Патшалӑх истори архивӗнчи документсемпе паллашма пултарнӑ. 1911 ҫултанпа упранакан хутсенче ҫемьесенче миҫе ҫын, миҫe выльӑх пулнине ҫырса кӑтартнӑ. Ку ҫынсемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулнӑ.

Ял пурнӑҫне уйрӑмах хастар хутшӑнакансем вара Етӗрне округӗн пуҫлӑхӗн Станислав Трофимовӑн Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Ҫак йышра 6 ҫын пулнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнче пурӑнакан арҫын патшалӑх укҫипе сурӑх туяннӑ. Хушма хуҫалӑха аталантарма тесе социаллӑ контракта вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Укҫапа Владимир Матвеев дорпер ӑратлӑ сурӑх туяннӑ. Ӑна аш валли усраҫҫӗ. Специалистсем ӗнентерне тӑрӑх, ку ӑрат пысӑк тухӑҫлӑ, лайӑх ӳсет.

«Социаллӑ контаркт мар пулсан хам тӗллӗн ун чухлӗ сурӑх туянайман пулӑттӑм», - тет иккен хушма хуҫалахра тар тӑкма хавхаланнӑ арҫын.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ...74
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 02

1937
89
Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи